Министерство образования Чувашской Республики

Митта Ваçлейĕ Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем!

Митта Ваçлейĕ

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар ирĕк — çутăрах çунма.

Ĕшĕннисемшĕн çул çинче

Эс — шанчăк çăлтăрĕ ялан.

Тискер тăманлă каçсенче

Йыхравлă чан пек янăран.

Çунат паратăн çамрăка,

Ватта чун канăçĕ кӳрен.

Сӳнсе кĕлленнĕ кăмрăка

Вут кайăк сывлăшĕ кĕртен.

Хыпса çунан çĕршывăма,

Чĕлхем, сипетлĕ çумăр яр.

Хĕвел хĕм панă сывлăма

Мана та пĕр тумлам сыптар.

Сĕткенӳпе шăварăнса

Шаланкă евĕр çĕкленем.

Çӳлте çуйхавлăн ярăнса

Этемшĕн савăнăç чĕнем.