Министерство образования Чувашской Республики

Чăваш чĕлхин кунне туса хурасси çинчен йышăннă Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн Постановленийĕ

Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ ÇАПЛА ЙЫШĂНАТЬ:
1. Чăваш чĕлхин кунне туса хурас, ăна чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И.Я.Яковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăвас.
2. Чăваш Республикин Халăха вĕрентес ĕç, наукăпа аслă шкул министерстви, Культура министерствин чăваш çырулăхне халалланă мероприятисен ярăмне палăртмалла. Çак тĕллевпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче, шкулсенче, училищĕсенче, аслă тата специальноçпа вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче, культура учрежденийĕсенче, театр-концерт предприятийĕсенче концертсемпе спектакльсем, массăллă культура мероприятийĕсем, кĕнеке выставкисем, поэзи ирĕсем, тематика каçĕсем, вулакансен конференцийĕсем, литературăпа искусство деятелĕсемпе тĕлпулусем тата ытти мероприятисем ирттерессине йĕркелемелле.
3. Чăваш патшалăх телевиденипе радиовещани компанийĕн, хаçатсемпе журналсен редакцийĕсен Чăваш чĕлхи кунне уявланине анлăн çутатмалла.
Чăваш Республикин

Аслă Совет Председателĕн
пĕрремĕш заместителĕ Б. Яковлев

Шупашкар хули, 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕ